Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫӗнӗ Лапсар

Ишӗлнӗ стена вырӑнӗ
Ишӗлнӗ стена вырӑнӗ

Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминчи пекех кӑҫал пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса. Анчах та Ҫӗнӗ Лапсарта вӑл кун, пушӑн 31-мӗшӗнче, инкек сиксе тухрӗ — Совхоз урамӗн 5-мӗш ҫурчӗн стени ишӗлсе анчӗ. Унтанпа 7 уйӑх ытла иртрӗ ӗнтӗ — шӑп та лӑп юсав ӗҫӗсене тӗрӗслеме вӑхӑт ҫитрӗ.

Тӗрӗслеве пысӑк ушкӑн ҫитрӗ — хӗсӗк коридорта вӗсем аран вырнаҫма пултарчӗҫ. Электрощитовойне вара пӗррерӗн кӗрсе тухма тиврӗ. Чӑн та ҫак общежити ҫуртне палласа та илме ҫук пулӗ. Душевойсене ҫӗнӗрен тунӑ, газ плитисем вырӑнне электроплитасем вырнаҫтарнӑ, шыв пӑрӑхӗсене те тӗпрен улӑштарнӑ. Ҫурта малтан штукатуркӑпа хупламан пулсан — хальхинче хупларӗҫ, сӑрласа лартрӗҫ. Сарлама та ахаль сӑрӑсемпе мар — ӑшӑ тытакан материалсемпе усӑ курчӗҫ. Кунта пурӑнакан кил хуҫисене ҫӗнӗ улшӑнусем кӑмӑла кайни курӑнчӗ.

Ҫурта юсама пурӗ 20 миллион ытла тенкӗ пӗтернӗ: 14 миллион — ишӗлнӗ стенана юсама, 6 миллоинӗ — ҫурта тӗпрен юсама.

 

Пӑтӑрмах вырӑнӗ. Н.Плотников сӑнӗ
Пӑтӑрмах вырӑнӗ. Н.Плотников сӑнӗ

Паян, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, кӑнтӑрласенче Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗ патӗнчи ҫул тӑваткалӗ ҫывӑхӗнче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — пуш вакунсене туртакан локомотивпа тиев машини ҫул уйӑрайман. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмаха пула ку вырӑнти машинсен ҫӳревне чылай вӑхӑта чарма тивнӗ — вӗсем кунта час-часах ҫӳренине шута илсен ҫулсем тем тӑршшӗ пӑкӑланса ларнӑ.

Пӑтӑрмахра тиев машини айӑплӑ пулни куҫ кӗрет. Вӑл чукун ҫулӗ ҫине сиксе тухнине пула тата локомотивӗн хӑвартлӑхӗ пӗчӗк пулманран пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ та ӗнтӗ. Тиев машинин водителӗ сиенленмен — локомотив унӑн хыҫалти пайне аркатнӑ.

 

Сӑнсем (16)

 

Слакпуҫри К. Иванов музейӗ
Слакпуҫри К. Иванов музейӗ

Кӑҫал чӑваш литературин классикӗ Константин Васильевич Иванов ҫуларнӑранпа 120 ҫул ҫитрӗ. «Нарспи» поэмӑн авторӗ 1890 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Республикӑра ҫак куна нумайӑшӗ паллӑ турӗҫ — Ҫӗнӗ Лапсарти вулавӑшра та мероприяти иртрӗ.

Константин Васильевич Иванов Чӑваш Енрен аякра, инҫетри Пушкӑртстанра ҫуралнӑ. Ҫулӗ кӗске мар, ҫавна май вулавӑш ӗҫченӗсем ачасене Слакпуҫа виртуаллӑ ҫулҫӳрев майӗпе ҫитерме шут тытрӗҫ. 42-мӗш шкулӑн 8«б» клас ачисем Слакпуҫ ялӗпе, ун хӗррипе юхса выртакан Слак шывӗпе, Силпи ҫаранӗсемпе, унӑн илемлӗхӗпе паллашрӗҫ. Вулавӑш ӗҫченӗсем Константин Ивановӑн кун-ҫулӗпе, унӑн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

 

Паян, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, (ку хыпара пичетленӗ хушӑна концерчӗ пырать те ӗнтӗ) Ҫӗнӗ Лапсарти «Акаци» КК-нче ун ҫумӗнче ӗҫлекен «Укӑлча» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине халалласа концерт иртрӗ.

 

Пирӗн пӗрлӗх ушкӑна 20 ҫул ҫитнӗ ятпа саламлать, малашне те юрӑ-ташӑпа савӑнтарма, ӑнӑҫу, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунать!

 

Кӗскен: ушкӑна 1988 ҫулта Сакмаров И.А. йӗркеленӗ, 1995 ҫултанпа ертӳҫи — Щетина А.А. (Сукмаровӑн вӗренекенӗ). 2000 ҫулта ушкӑна халӑх ятне панӑ. Ушкӑн тӗрлӗ ятсене ҫӗнсе илнӗ, тӗрлӗ тӑрӑха ҫитсе курнӑ. Тутарстанпа Мари Эле, Чулхула, Оренбург, Киров тата ытти Чӑваш Ен тулашӗнче вырнаҫнӑ хуласене ҫитсе пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Кашни ҫул «Раҫҫей ҫалкуҫӗсем» фестивале хутшӑнать.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Юпан 11-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Лапсарта субботник иртрӗ. Урамра кӗр тӑрать — хӗл сиввисем пырса киличчен ҫанталӑк хӑйӗн илемне кӑтартса хӑварас тет. Ҫавӑнпа та пулӗ кӗр илемлӗ — йывӑҫсем сарӑ та хӗрлӗ тӗспе хупланнӑ. Шел, ку илем нумая тӑсӑлмасть — алӑкран хӗл шаккани кунран-кун вӑйлӑрах илтӗнет. Ак ҫак илем те ҫухала пуҫларӗ — илемлӗ ҫулҫӑсем ҫӗре тӑкӑна пуҫларӗҫ.

Кӗрхи субботниксене тавралӑха тирпейме тата ытларах енӗпе ҫӗре ӳкекен ҫулҫӑсенчен тасатма усӑ кураҫҫӗ. Ак хальхинче те Ҫӗнӗ Лапсар ҫыннисем 100 ытла михӗ пухрӗҫ.

Чи хастаррисем хушшинче посёлокри шкулсен вӗренекенӗсемпе вӗрентевҫисем (шкул директорӗ те вӗсенчен юлмарӗ), нумайх хваттерлӗ ҫурт коммитечӗн председателӗсем, Ҫӗнӗ Лапсар администрацийӗнче ӗҫлекен пур халӑх, «Акаци» КК ӗҫченӗсем тата ыттисем пулчӗҫ. Кашни тӑрӑшса ӗҫленине кура посёлок та илемленчӗ!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Кӑмӑл-туйӑм улшӑнса тӑмӗ. Халӗ япӑх туйӑмсем сире усӑ памӗҫ. Унсӑрӑн ҫакна пулах юратнӑ ҫынпа хутшӑнӑва пӑсма пултаратӑр. Кайран вара хутшӑнӑва йӗркелеме ҫӑмӑл пулмӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
131
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
78
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та